Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейскинсе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн Николай Кривошеев педагогӑн, художникӑн тата ал ӑстин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие вырӑнти вулавӑшра йӗркеленӗ. Вӑл ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртнӗ.
Вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрӑва ӳнерпе ал ӑсталӑх ӗҫне ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ хӑнӑхтарнӑшӑн, ачасен пултарулӑхне аталантарас енӗпе ырӑ тӗслӗх парса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Трак шкулӗнче вӑй хуракан Н.В. Кривошеева Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Чыслава округ администацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов, унӑн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Игнатьева, шкул директорӗ Алексей Васильев тата ӗҫтешсем, вӗрентекенсем, обществӑлла хастарсем хутшӑннӑ, ырӑ сӑмах каласа саламланӑ».
