Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Аслӑ Пуху хӑҫан иртессине татса панӑ. Лару ӗҫне конгресс президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынӑ.
Конгресс халӑх тетелӗнчи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНК ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвне йӗркелессине сӳтсе явнӑ. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет) пухӑнса унта Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле иккен. Президиум пайташӗсем делегатсен квоттине палӑртнӑ, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйланӑ.
Мӑн Канаш чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пухӑнӗ, конгресӑн ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта пилӗк ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртӗҫ, ҫӗнӗ президент, Мӑн Канаш, президиум суйлӗҫ.
