Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тӗрӗс-тӗкел кӗпере «юсаса» укҫа вӑрланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.11.2013 17:34 | 1488 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Мӑн Шетмӗри кивӗ кӗпер. Н. Плотников архивӗнчи сӑн
Мӑн Шетмӗри кивӗ кӗпер. Н. Плотников архивӗнчи сӑн

Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш енри Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски район сучӗ унччен Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын пирки тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи юханшыв урлӑ каҫмалли пӗр кӗпере юсама тесе калаҫса татӑлнӑ фирмӑна 74,5 пин тенкӗ таран укҫа куҫарнӑ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку кӗпере 2007 ҫулта вырӑнти агрофирма туса панӑ. Кӗперӗн хӑй хаклӑхӗ 26,5 пин тенке ҫеҫ ларнӑ пулин те ӑна юсама ҫавӑн чухлӗ укҫа куҫарса панӑ. Кӗперӗ вара юсава тивӗҫлӗ те пулман.

Каярах подрядчик юлнӑ укҫаран 20 пинне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ҫак укҫана кассӑна мар хывнӑ, хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫакна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тунӑ преступлени тесе квалификациленӗ.

#Красноармейски районӗ, #кӗперсем, #ултав, #Мӑн Шетмӗ, #Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ

 

Комментари:

Agabazar // 4019.99.1959
2013.11.21 18:33
Agabazar
Çак кĕпер "тĕрĕс-тĕкел" пулать-и вара? Манкапа çеç тытăнса тăрать вĕт!
2013.11.21 20:57
Аçтахар Плотников
Шăп та лăп ку кĕпере юсани пирки пĕр сăмах та çук вара.
Ку кĕперĕ вара çук ĕнтĕ теççĕ. Ун вырăнне ялта хальхи вăхăтра тимĕр-бетонран ăсталани тăрать имĕш.
Сăнĕ ман архивран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем