Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларнисен аллейи пулӗ-и? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Вӑл Шӑмӑршӑри «Пӗрлӗхре — вӑй» культурӑпа истори центрӗнче пулмалла иккен.
Кун пек аллея пирки 10 ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑ-мӗн. Вырӑнти район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков 2017 ҫулта ун пеккине Тутарстанри Ҫӗпрелте уҫнӑ. Анчах ун пекки Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, мӗншӗн ҫук тесе манран ыйтаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Николай Кондрашкин. Чӗмпӗрте те ун пекки пур-мӗн. Ӑна Иван Яковлев шкул-музейӗ ҫумӗнчи ҫутӗҫ проекчӗ евӗр уҫнӑ иккен.
Халӑх хастарӗсем, ҫав шутра музей ӗҫченӗсем, Казаковсен ҫемйи, А.М. Богатов поэт, Александр Пешне педагог, Николай Кондрашкин, пӗр шухӑшлӑ ытти ҫын панулми йывӑҫҫи ларста хӑварнӑ. Анчах унта чӑвашсене ҫутта кӑларнисен бюсчӗсем ҫук-мӗн.
Шупашкарта Николай Ашмарин бюстне те вырнаҫтарма йышӑннӑ-мӗн, анчах бюста паян кун та вырнаҫтарман, вӑл хула ертӳҫисем ырласса кӗтсе пурӑнать.
Agabazar // 2058.83.1388
2026.07.07 18:38 | |
Эп хама çутта тухнă тесе шутламастăп. | |
