Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран Шупашкарта амфиби самолёт курма май килӗ. Вӑл Атӑл ҫине анса ларӗ.
Асра юлмалли ҫак мероприяти 14 сехетре Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче пулса иртмелле. Амиби-самолёт анса ларнине хулара иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Река» форум пулнӑ май курма май килӗ.
Аса илтерер: форум ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗ-утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче иртет. Пӗтӗм Раҫҫейри форумра ҫӗршывра шыв транспортне аталантарас ыйтӑва тишкерӗҫ. Унта патшалӑхӑн влаҫӗнче тата бизнесра ӗҫлекенсем пухӑнса отраслӗн тӗп ыйтӑвӗсене тата унӑн малашлӑхне сӳтсе явӗҫ: юханшыв тӑрӑх пассажирсене турттарассине, порт инфраструктурине тӑвассине, кимӗсемпе пӑрахутсен ыйтӑвне, логистикӑпа инвестици хывассине. Форум Чӑваш академи драма театрӗнче иртӗ.
