Унта та кунта суту-илӳ предприятийӗсем уҫӑлнине илтсе йӑлӑхнӑ ҫынсемшӗн ҫӗнӗ производство хута кайнине илтме-пӗлме чӑннипех те кӑмӑллӑ. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче 200 пуҫлӑх ӗне ферми уҫнӑ. Ӑна хӑпартса лартма 28 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Укҫан пысӑк пайне, 20 миллионне, банкран ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илнӗ, ытти 8 миллионӗ хуҫалӑхӑн хӑйӗн тупӑннӑ.
Хӗрлӗ хӑю касассине ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен уявне халалланӑ-мӗн. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа хуҫалӑха район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. 1975 ҫулта ферма туса лартнӑранпа тек ун пек ҫурта юлашки ҫулсенче хута яман та иккен.