Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Волков ячӗпе лартнӑ палӑк

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 07.11.2013 17:35 | 1174 хут пӑхнӑ
Персона

Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп.

Кӗнеке авторӗ — Лидия Филиппова. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен.

Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ. Хӑшӗсем «ентешӗсем, елчӗксем, шутлӑ килнӗ» тесе ӳпкелеме пӑхрӗҫ те, анчах вӑл тӑрӑхрисем пулчӗҫ-ха. Район администрацийӗнчен тӑрӑшакан килсе ҫитнӗччӗ. Ҫитменнине тата кӗнеке хӑтлавне каярах Елчӗк районӗнче тата Мускавра ирттерме палӑртнӑ-мӗн.

#хӑтлавсем, #наци вулавӑшӗ, #Елчӗк районӗ, #Мускав, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем