Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 18 пин те 802 тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсене илсен. Пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан вӑл 14,5 процент ӳснине пӗлтерет иккен. Авӑн уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи вара 20 пине ҫывхарнӑпа пӗрех — 19 пин тенкӗ те 502 тенке ҫитнӗ.
Шалу уйрӑмах аван илекенсем ӑслӑлӑхпа ӗҫлекенсем имӗш. Финансистсем те лайӑх илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх управленийӗнче, ҫар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата социаллӑ страхованипе тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Пуринчен пӗчӗк шалу илекенсем вара — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче, ял хуҫалӑхӗнче, пулӑ тытассинче, хӑна тата ресторан бизнесӗнче тӑрӑшакансем. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ, «конвертри» шалӑва шута илмесӗр. Ара, ӗҫ укҫин калӑпӑшне пытаракансем те ҫук мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне тата вӑтам тенине пуҫлӑх шалӑвӗ те, урай ҫӑваканнӑн та кӗрет.