Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫанталӑк пире малалла тӗлӗнтерӗ: паян тӗтреллӗ (вӑл ӗнертенпе сирӗлмест ӗнтӗ), шӑматкун уяртӗ, вырсарникун аслати авӑтма пултарӗ, тунтикун йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫитес эрне вӗҫнелле вара юр ҫуса лартма пултарӗ.
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, 9-14 градус таран ӑшӑтӗ, ҫӗрле ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Вырсарникун республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑр енчи округсенче вара аслати авӑтма пултарӗ. Каҫхине республикипех юр ҫӑвӗ.
Тунтикун йӗпе юр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте – вӑйлах. Ҫитес эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк 8-10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун «минус» таранах сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ: эрнекун ир валли 5-10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Кун пек сивӗ ҫанталӑк Мӑнкунччен, акан 12-мӗшӗччен, тӑрӗ.
