Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) тата «Раҫҫейри эрменсен союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ «Чӑваш-вырӑс-эрмен словарӗ» пичетлесе кӑларнӑ. «Ку лексикографи ӗҫӗ Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхӗн хӑйне евӗрлӗ символӗ пулса тӑрать», – тесе шухӑшлаҫҫӗ институтра.
Кӗнекене тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен тӑракан туслӑ коллектив хатӗрленӗ. Ҫак хӑйне евӗрлӗ словаре ӑсталас шухӑша «Раҫҫейри эрменсен союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн председателӗ Александр Ахвердян тытнӑ. Словарӗн ӑслӑлӑх редакторӗ — ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев.
ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх сотруднӗ Алевтина Долгова ҫапларах палӑртнӑ: «Пирӗн института ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енре пурӑнакан эрменсем килчӗҫ, эпир, паллах, пӗрле ӗҫлеме килӗшрӗмӗр. М.М. Геворкянӑн аллинче алӑпа ҫырнӑ чӑваш-эрмен словарӗн пысӑк тетрачӗ пурччӗ, унта эрмен сӑмахӗсен транскрипцийӗсене те палӑртнӑ. Ҫак пысӑк ӗҫе К.Э. Мурадян хатӗрлени паллӑ пулчӗ. Ҫакӑн пек чун-чӗререн парӑнса тата вӑйлӑ тӑрӑшса тунӑ ӗҫ хавхалантарать. Ҫапла майпа эпӗ ҫак чаплӑ ӗҫе — виҫӗ чӗлхеллӗ чӑваш-вырӑс-эрмен словарӗн авторӗсен ушкӑнне лекрӗм. Кӗнекене эпир хисеплекен художникӑн, эрмен халӑхӗн ывӑлӗн М.Г. Григорянӑн репродукцийӗсемпе илемлетнӗ. Халь, словарь пичетленсе тухсан, ку проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫынсене — составительсене, редакторсене, дизайнерсене тата ыттисене те — тав сӑмахӗ калас килет. Ҫавӑн пекех хӑйсен канашӗсемпе пулӑшнӑ чӗлхеҫӗ-коллегӑсене тата институтӑн Ӑслӑлӑх канашӗн членӗсене тав тӑватӑп».
Виҫӗ чӗлхеллӗ словарь чӑваш чӗлхинчи чи кирлӗ 15 000 яхӑн сӑмаха тата вӗсен вырӑсла тата эрменле куҫарӑвне кӗртнӗ. Эрмен сӑмахӗсене кириллица мелӗпе транскрипциленӗ. Кӗнекен дизайнӗ хӑйне евӗрлӗ, унта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн М.Г. Григорянӑн 40-а яхӑн картинӗн репродукцийӗ пур.
Словарь вырӑс, эрмен тата чӑваш халӑхӗсен чӗлхисемпе тата культурипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ пулӗ.
