Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Комосмольски районӗнчи «Кӗтне» ентешлӗх Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ сумлӑ ентешне, Куҫма Турхана, асра тытать. Вӑл Комсомольски тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ писатель тата прозаик ҫуралнӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа ентешӗсем вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ: тайӑлнӑ палӑка тӳрлетнӗ, саспаллисене сӑрланӑ, тӑпри ҫине никӗс хурса бетон плита сарнӑ. Писатель Карачурари 3-мӗш масар ҫинче ӗмӗрлӗх канӑҫне тупнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен патшалӑх телерадикомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин телесюжетра пӗлтернӗ.
Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романне пӗлмен чӑваш та ҫук пулӗ.
Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997
2025.10.16 15:59 | |

Унăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет" трилогийĕ - Раççей литературин чăн-чăн шедеврĕ!
Халь те вуламан пулсан, вулăр - вăхăтăра сая янăшăн ÿкĕнмелле пулмасть!
Валери ТУРКАЙ. 16.10.25