К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленекен ачасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене ача-пӑча театр студине чӗнеҫҫӗ.
Икӗ ушкӑн пулӗ. Пӗринче 9-12 ҫулсенчисем вӗренӗҫ, тепринче — 13-16 ҫулсенчисем.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ артистсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ, ачасене сцена ҫинче хускалма, илемлӗ калаҫма, янӑравлӑ юрлама, хӑйсене ирӗклӗрех тытма вӗрентӗҫ.