Шупашкар районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 13 миллион тенке чутах куҫарса паман.
Ун патне карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна килӗшӗве тӑсма сӗннӗ. Ватӑ ҫын хӑйӗн даннӑйӗсене пӗлтермен пулин те ун патне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Раҫҫей банкӗн ӗҫченӗсем текенсем шӑнкӑравласа ӑна укҫана декларацилемелле, ахальлӗн кӗмӗл Украинӑна куҫса кайӗ тесе хӑратма тапранса кайнӑ.
13 миллион тенке темле счёт ҫине куҫариччен хӗрарӑм Шалти ӗҫсен министертсивн дежурство чаҫӗпе ҫыхӑнма ӑс ҫитернӗ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланни пирки ӑнлантарса панӑ.