Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хирӗҫӗве сӑмахпа мар, пӑшал тытса татса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 08.10.2013 21:56 | 1417 хут пӑхнӑ

Тӗрлӗрен кино-сериал таврашӗсенче час-часах ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӗве пӑшал тытса татса панине асӑрхама тивет. Киносенчи лайӑхах мар ӗҫ-пуҫа чӑн пурнӑҫра та курма пулать иккен. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ.

Юпан 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗмре Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗлтерӗшсӗр сӑлтавпа тытӑҫу пулса иртнӗ, унта вара сӑмахлассипе, чышкӑлассипе кӑна ҫырлахас темен, пӑшал та алла илнӗ. Кун ҫинчен республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Ведомство кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн, икӗ ушкӑн кафере апатланнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Кафери хурал йӗркене пӑсакансене тӳрех урамалла хӑваласа кӑларса янӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмен-ха. Яшсем ҫурт кӗтесси еннелле пӑрӑннӑ та хирӗҫӗве малалла тӑснӑ.

Нумай та пулмасть пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. 35 ҫулхи «Оса» сусӑрлакан пистолет хуҫи пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑнтан чи малтан тарнӑ, анчах кайран ҫав-ҫавах полицине шӑнкӑравласа янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх пӑшала алла илме ӑна хӑйӗн ҫине ҫӗҫӗпе килекен ҫамрӑксем хӗтӗртнӗ иккен. Паяна ку информацие тӗрӗслеҫҫӗ, хальлӗхе хирӗҫӳре ҫӗҫӗ таврашӗ усӑ курнине полицире ҫирӗплетмеҫҫӗ-ха.

Сусӑрлакан пистолета пула 26 ҫулхи хула ҫынни аманнӑ, унӑн пит ҫӑмарти суранланнӑ, ӑна операци те тунӑ. Хирӗҫӳре тепӗр хутшӑнакан та кӑкӑра амантнипе пульница килнӗ. Паянхи куна тытуҫура хутшӑнакан 6 яшӑн тӑвӑмӗсене тӗпчеҫҫӗ.

ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, ҫакӑн йышши пулӑма ҫывӑх пӑтӑрмах Шупашкартах юпан 5-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. Университет урамӗнчи пӗр кафе ҫывӑхӗнче 33 ҫулхи арҫын хӑй палакан ҫынпа тытӑҫса илнӗ, ӑна ИЖ маркӑллӑ пистолетран персе амантнӑ. Суранланнӑ арҫынна шала кӗмен хырӑм, кӑкӑр, алӑ сусӑрӗсемпе пульница леҫнӗ. Ҫак пӑтӑрмахӑн ӗҫ-пуҫне те паянхи кун тӗпчеҫҫӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #пӑшал, #хирӗҫӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1375.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем