Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Хӑрушсӑрлӑх службине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.07.2025 20:58 | 39 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службие йӗркеленӗренпе ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ служба ӗҫченӗсене саламланине республикӑн влаҫ органӗсен официалла порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Ҫак юбилей уйрӑм пӗлтерӗшлӗ, вӗт шӑпах 105 ҫул каялла Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗ. Сирӗн умӗнхи ӗҫтешӗрсем республика йӗркеленсе тата ҫирӗпленсе пынӑ ҫулсенче хӑрушсӑрлӑхпа йӗркелӗхе тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Сирӗн служба юбилейне Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ тапхӑрта паллӑ тӑватпӑр. Ӑна ҫывхартас ӗҫе патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсен ветеранӗсем пысӑкран та пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине палӑртакан паха тӗслӗх шутланать.

Эсир ҫав мухтавлӑ йӑла-йӗркене тивӗҫлӗн малалла тӑсатӑр, хальхи вӑхӑт ҫуратакан йывӑрлӑхсене чыслӑн ҫӗнтерсе пыратӑр, тӑшманла ҫӗршывсем кӑларса тӑратакан хӑрушлӑхсене шанчӑклӑн сирсе яратӑр, патшалӑх ертӳлӗхӗ лартнӑ тӗллевсене кал-кал тата тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр. Сирӗн служба паян та, пӗр ӗмӗр каяллахи пекех, регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.

Сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑр, паттӑрлӑхӑрпа хӑвӑра шеллеменни, Тӑван ҫӗршыв инте-ресӗсене кирек мӗнле лару-тӑрура та, пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх пуррине пӑхмасӑр хӳтӗлеме хатӗр пулни чӑннипех те хисеп туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ саламра.

#саламсем, #уявсем, #Элтепер, #ФХС

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем