Паян Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» кӑларӑмӗнче (ӑна «Раҫҫей 2» каналпа шӑматкунпа вырсарникун эфира кӑлараҫҫӗ) паян Чӑваш Енри «Формат» ушкӑна кӑтартрӗҫ.
Русланпа Владимир хӑйсем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантараҫҫӗ, ҫӗршыв тӑрӑх концертсемпе ҫӳреҫҫӗ.
Руслан ачаллах тӑлӑха юлнӑ, ача ҫуртне лекнӗ. Анчах кӑштахран ӑна ҫывӑх тӑванӗ хӑй килне илсе кайнӑ. Ӑна Руслан «тётя» тет пулин те телефонта «мама» тесе ҫырса хунӑ. Хӑй пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ пулин те ача чухне никам та кӳрентермен.
Владимир ачалӑхӗ те ҫӑмӑл пулман — вӑл усал ашшӗне (вӑл тахҫанах вилнӗ) каҫарма пултарни пирки паян та иккӗленет.