Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистне Леонид Семенова аса илнӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитнӗ.
Леонид Федорович 1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чикме уесӗнчи (халӗ – Шупашкар районӗ) Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ.
1934 ҫулта Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш театрӗнче вӑй хунӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, 36 ҫул хушшинче 200 ытла роль калӑпланӑ: «Хӗн-хур айӗнче» спектакльте Чакка тата Пахомка, «Тутимӗрте» Тутимӗр, «Тӗпӗнче» драмӑра Васька Пепел, «Аслатире» Тихон, «Ялта» спектакльте Ванюк тата нумай-нумай сӑнар.
Театра Леонид Семеновӑн тӑванӗсем те ҫитрӗҫ, ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ.