Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енре пӗтӗмпе 11 пин те 574 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫут тӗнчене тин ҫеҫ килнӗ «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 0,5 процент хушӑннӑ.
Пепкесенчен 43,2 проценчӗ — ҫемьери пӗрремӗш ачасем, 40,7 проценчӗ — иккӗмӗш, 12,6 проценчӗ — виҫҫӗмӗшсем. Юлнӑ тепӗр 3,5 проценчӗ — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем.
Шел те, ҫуралсанах вилекенсем те пур. Сакӑр уйӑхра ҫулталӑка ҫитмен 56 ача вилнӗ. Лӑпланмалли цифра мар пулӗ те, ҫапах та пӗлтӗр ун пеккисен хисепӗ пысӑкрах пулнине палӑртмалла: ун чухнехи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи сакӑр уйӑхра 60 пепке куҫ хупнӑ. Вилнисенчен 42,7 проценчӗ юн ҫаврӑннин чирӗсене пула пӗчӗклех куҫ хупнӑ, тулаш текен сӑлтавпа (кунта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ҫитерейменнипе вилнисене кӗртеҫҫӗ) — 12,4 проценчӗ, усал шыҫӑ йышши амаксене пула — 11,4 проценчӗ, ӳпке чирӗпе — 7,4 проценчӗ.