Шупашкарти ҫамрӑк амӑшӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ, вӑл 5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ
Ун патне «налук службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл 3-НДФЛ справка ярса памаллине, хӗрарӑма черетсӗрех йышӑнассине каланӑ. Ӑна смс-ҫырупа килнӗ пароле калама хушнӑ.
Кайран тепӗр смс килнӗ, унта ҫамрӑк амӑшӗн даннӑйӗсене вӑрланине пӗлтернӗ. Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма пулӑшу сӗннӗ, куншӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм темиҫе кредит илнӗ, хӑй пухнӑ укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл 5 млн тенкӗсӗр юлнӑ. Хӑйне улталанине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ.