Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗренекенсене ҫӗрулми кӑларттарасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.09.2013 22:34 | 1515 хут пӑхнӑ

Ҫумӑр тӑтӑш ҫуса тӑнипе ҫӗрулми кӑларасси республикӑра пысӑк йывӑрлӑхпа пырать. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫак уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ-мӗн.

Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн ҫурринчен кӑшт кӑна ытларах кӑларнӑ — пурӗ 5 550 гектар е 52,5 процент. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 152 центнера ларать. Ҫӗрулмине кӑларасси Красноармейски, Етӗрне, Комсомольски тата Канаш районӗсенче уйрӑмах майӗпен пырать.

Ял хуҫалӑх министрӗ ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫе техникумсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсене, «тен, шкулсене те» явӑҫтарма сӗннӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вӗренӳ учрежденийӗсен тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле татса пама сӗнсе хӑварнӑ.

#Етӗрне районӗ, #Комсомольски районӗ, #Красноармейски районӗ, #ҫӗрулми, #ял хуҫалӑхӗ, #Канаш районӗ, #техникумсем, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем