Шупашкарти Литература музейӗнче «Чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» курав уҫӑлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Курава уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Марина Карягина тележурналист асӑннӑ пулӑм пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани сайтӗнче акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ: «Поэт, художник, этнограф, фольклорист, куҫаруҫӑ, чӗлхеҫӗ, педагог, музыкант, фотограф - ҫакӑн чухлӗ пултарулӑх уҫма пултарнӑ ҫамрӑк Кӗҫтенттинре Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. Чире пула 25 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлман пулсан, тата мӗн чухлӗ хайлав хӑварнӑ пулӗччӗ Пушкӑртстан ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ывӑлӗ. Куравра, тӗпрен илсен, Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи экспонатсем. Ҫав шутра — Константин Иванов хӑй йывӑҫран ӑсталанӑ пичет машинки те. Паллах, «Нарспи» поэмӑна чи малтан илемлетнӗ ӳкерчӗксем те хисепре».