Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫей чӗлхисене ҫӑлма ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.09.2013 20:25 | 1142 хут пӑхнӑ

Иртнӗ эрнекен, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Ӗпхӳре «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисенчи диалектологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» (выр. Актуальные проблемы диалектологии языков народов России) тӗнче шайӗнчи конференци иртнӗ. Унта пурӗ 200 ытла ӑсчах хутшӑннӑ — ҫав шутра Чӑвашран та.

Вырӑнти калаҫусене сӳтсе явнисӗр пуҫне ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче вак халӑхсен вӗренӳ ыйтӑвне те тишкернӗ. Конференци йышӑннӑ резолюцинче Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисем пысӑк хӑрушлахра пулнине палӑртнӑ — тӑван чӗлхене пӗлекенсен йышӗ ҫулран ҫул чакса пыни, хӑйсене тӑван халӑх тымарӗнчен уйӑракансен йышӗ ӳсни ӑсчахсене пӑшӑрхантарнӑ. Ҫак пулӑм малашне те ҫаплах юлсан Раҫҫейре хӑш-пӗр халӑхсем ҫухалма та пултарнине асӑрхаттарнӑ.

Лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ӑсчахсем темиҫе сӗнӳ панӑ: РФ Патшалах Думине регионсемпе пӗчӗк халӑхсен чӗлхин Еропа хартине алӑ пусса пурнӑҫа кӗртессине хӑвӑртлатмалла; РФ Регионминӗн «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем» (выр. «Языки народов России») патшалӑх программине хатӗрлесе йышӑнмалла; Раҫҫей тӑрӑхӗсенчи лару-тӑрӑва кӑтартакан чӗлхесен пӗлӗм пухмачне (даннӑйсен базине) йӗркелемелле; федераллӑ округсен шайӗнче вак халӑхсен чӗлхисене пулӑшу кӗрекен программӑсем йышӑнмалла (хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи валли пур) тата ытти те.

Ӑсчахсем ҫавӑн пекех МИХсене ҫак ӗҫе лайӑхрах хутшӑнма сӗннӗ — чӗлхе вӗрентессине ытларах ҫутатма, тӑван чӗлхе пӗлнине ырӑ енлӗ пӗлтерме.

#кӳршӗре, #конференцисем, #Ӗпхӳ, #чӑваш чӗлхи, #пулӑшу

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1306.html
 

Комментари:

Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.20 19:15
Ахалех ку. Вырăс чĕлхи ытти чĕлхесене пĕтерсе хунă ĕнтĕ. Çук япалана çăлма çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем