Муниципалитетсем хушшинчи Улатӑр РФ ШӖМ пайӗн лаптӑкӗнче 40 ҫулхи арҫын виллине тупнӑ-мӗн. Республикӑри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх малтӗрӗслеве ирттерсен арҫынӑн кӗлетки ҫинчен тӗрлӗ сурансене асӑрханӑ.
Йӗрлев умӗнхи тӗрӗслев вара ҫакна кӑтартса панӑ: авӑнӑн 14-мӗшӗнче ӳсӗр Улатӑр ҫыннине администраци йӗркине пӑснишӗн полици уйрӑмне протокол ҫырма илсе кайнӑ. Кирлӗ хутсене тултарнӑ хыҫҫӑн йӗркене пӑсакан полици ӗҫченӗсем тимлӗх ҫухатнипе усӑ курса управленийӗн ҫуртӗнчен тухса тарнӑ. Ӑна шырама тытӑннӑ пулин те тупайман.
Тепӗр кунхине 11:00 сехетсенче хайхи арҫын виллине полици уйрӑмӗн чӳречи айӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем Улатӑр ҫынни тарас тесе иккӗмӗш хутран сиксе хытах аманса вилнӗ версие те пӑхса тухаҫҫӗ. Чӑн сӑлтавӗ вара судпа медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ.