Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ача ҫурални ҫинчен 8 667 акт ҫырса хунӑ, ҫав шутран 4 256-шӗ — хӗрача пирки, 4 411-шӗ — арҫын ача. Кӑҫал уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ ятсен хушшинче Ева тата Матвей.
1930-1940-мӗш ҫулсенче пирӗн республикӑри ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне Николайпа Мария ят хума юратнӑ. 1940-1950 ҫулсенче Валентинапа Николай анлӑ сарӑлнӑ, 1950-1960 ҫулсенче — Галинӑпа Николай, 1960-1970 ҫулсенче — Еленӑпа Владимир, 1970-1980 ҫулсенче — Еленӑпа Сергей, 1980-1990 ҫулсенче — Татьянӑпа Александр, 1990-2000 ҫулсенче —Анастасияпа Александр, 2000-2010 ҫулсенче — Анастасияпа Дмитрий, 2010-2020 ҫулсенче — Аннӑпа Кирилл.