Чӑваш Енре ОМС полисӗпе ЭКО тума пӗлтӗр 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 1074 процедура пурнӑҫланӑ, 850 хӗрарӑма ЭКО тунӑ. 674 хӗрарӑма эмбрион вырнаҫтарнӑ. 211 хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни 4-мӗшӗн варта ача тӗвӗленнӗ. Ҫапла 192 ача ҫуралнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 2944 хӗрарӑма ҫураттарнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, 2023 ҫулта унта 157 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Пӗлтӗр ҫак пульницӑра 65 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 2022 ҫулта - 53 йӗкӗреш.