Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «Ҫӗрпӳ–Канаш» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ.
«Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ.