Шупашкарта пурӑнакан Валерий Хаталов паян 98 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ӑшшӑн саламланӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ открыткине ҫитерсе панӑ.
Ивановӑра ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти столовӑйсен, ресторансен тата кафесен трестӗнче ӗҫленӗ, унта вӑл чылай ҫул директор пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ тахҫанах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вӑл пӗчченех пурӑнать. Анчах ӑна пулӑшма хӗрӗ Галина Валерьевна пырса ҫӳрет.
Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче гипсран багетсем ӑсталассипе питӗ пултаруллӑ пулнӑ. Унӑн хваттерӗнче музейри пекех — мӗн чухлӗ картина! 200 литр кӗрекен аквариума та вӑл гипсран ӑсталанӑ. Ҫав япалана тунӑранпа 64 ҫул ӗнтӗ.
Валерий Хаталовӑн чун киленӗҫӗ тата нумай пулнӑ. Пӗринче вӑл вӗсене ҫырсах шутланӑ. 38 таран тупнӑ. Ҫав шутра — йывӑҫ сыпасси те, сунара ҫӳресси те, видеосем ӳкерсе монтажласси те.