Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Илле Иванов пирки пуҫарнӑ ӗҫ ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.08.2013 12:39 | 1217 хут пӑхнӑ

«Сӗтев» хаҫат валли чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статья авторӗ тесе шухӑшлакан Илле Иванов журналиста хирӗҫле пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫ кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайни пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» сайт. Сӑмах май, йӗрке хуралҫисем ҫав статьяна «экстремистла» тесе хакланӑ. Унчченхи суд ларӑвӗсем кунсерен тенӗ пек иртнӗ пулсан ҫитессине авӑн уйӑхӗн 12-мӗшне ҫеҫ палӑртнӑ иккен.

Темиҫе кун каялла Илле Иванов гражданла пӑхӑнманлӑх акцийӗ ирттересси пирки пӗлтернӗ — повесткӑна чӑвашла ярса памасан суда вӑл пымассине пӗлтернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче ӑна илсе пыма приставсене янӑ-мӗн, анчах Иванов килте пулман. Тепӗр кунхине ӑна вӑйпа суда илсе кайнӑ.

Илле Иванов ҫурлан 22-мӗшӗнче те приставсем пырасса кӗтнӗ иккен. Суд ларӑвне 14 сехет те 30 минута палӑртнӑ пулнӑ-мӗн, Ивановӑн суда пӗр сехетрен ытла каймалла маррине шута илсе вӑл ирпе хӑйӗн ӗҫӗсемпе кайнӑ. 12 сехет ҫурӑра килне ҫитсен унӑн арӑмӗ приставсем килсе кайни пирки пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене мӑшӑрӗ кӗҫех таврӑнасси пирки пӗлтернӗ иккен, анчах лешсем кӗтсе тӑман.

Илле Ивановӑн адвокачӗ Николай Столбов суд ларӑвне 20 кунлӑха куҫарни хӳтӗлевҫӗ еншӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ. Столбов шучӗпе «процесса политикӑпа ҫыхӑнтарасси ӳссе пыни республика влаҫӗсене хумхантарма пултарнӑ». Илле Иванов адвокачӗ влаҫсем лару-тӑрӑва тӗплӗн тишкерес, «республикӑри обществӑпа политика пурнӑҫӗн ахаль те ансат мар тапхӑрӗнче лару-тӑрӑва ытлашши шала кӗртсе ярас мар тесе» шут тытма пултарнӑ тесе шухӑшлать иккен.

#судсем, #Сӗтев, #хаҫатсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1234.html
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.25 09:02
Питĕ лайăх хыпар. Илле Иванова чăтăмлăх сунатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем