Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм пӗчӗк ачапа декрет канӑвӗнче пулнӑ чух кӑштах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курсан ӗҫлеме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме саккас илес тесен хӗрарӑма банкра счёт уҫма сӗннӗ. Унта 60 пин тенкӗ укҫа хумалла тенӗ. Ӗҫ сӗнсе шӑнкӑравлани каланине итлесе хӗрарӑм телефона экран курӑнмалли программа вырнаҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун патне бакран код килнӗ. Ҫав кодпа усӑ курса ултавҫӑсем ҫамрӑк амӑшӗн укҫине вӑрланӑ та.