Чӑваш Енри организаци-предприятисенче ҫынсем ӗҫе кайсан сусӑрланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ӗҫри инкексене тата вӗсен сӑлтавне паян республика Правительствин ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.
Кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче производствӑра 17 ҫын йывӑр суранланнӑ, 8 ҫын вилмеллех аманнӑ.
Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова палӑртнӑ тӑрӑх, инкексен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменрен пулнӑ. «Кун пекки, шел пулин те, нумай сферӑра сисӗнет», – тенӗ министр.
Ларура инкексем пулнӑ предприятисен представителӗсене итленӗ. Вӗсен шутӗнче — «Шупашкар алӑкӗсем», «Панулми», «Честрой ЖБК» обществӑсем, «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗ, «Чӑвашэнерго» филиалӗ.