Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Мароккора нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.09.2023 12:48 | 1264 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: infox.ru
Ҫӑлкуҫ: infox.ru

Марокко ШӖМ-ӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренӗвне пула вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 632 ҫынпа танлашать.

7 баллӑ магнитудӑпа ҫӗр чӗтренни Мароккон темиҫе провинцине пырса тивнӗ. Эпицентр 10 ҫх тарӑнӑшӗнче, Марракеш хулинчен кӑнтӑр-анӑҫалла 77 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулнӑ. Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗр чӗтренӗвӗ вырӑнти вӑхӑтпа эрнекун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 23:00 сехетре пуҫланнӑ, вӑл темиҫе минута тӑсӑлнӑ.

Хӑрушӑ пӑтӑрмах лаптӑкӗ Мароккори чылай провинцине сарӑлнӑ: Эль-Хауз, Марракеш, Уарзазат, Азиляль, Шишауа тата Тарудант. Пӗрремӗш асӑннӑ провинцинче хальхи вӑхӑтра чи нумай ҫын вилнӗ — 290 ҫын. Тарудантра 190 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, Шишауара 89 ҫын вилнӗ, Уарзазатра 30 ҫын вилнине палӑртнӑ. Марракешра ҫак трагеди 13 ҫын пурнӑҫне татнӑ.

Ҫӗр чӗтреннине пула пурнӑҫран уйрӑлнисемсӗр пуҫне шар куракансем те пур. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 300 яхӑн ҫын шутланать. Марракешӑн историллӗ пайӗ кӑштах сиенленнӗ. Раҫҫей дипмиссийӗн элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисемпе вилнисен хушшинче РФ гражданӗсем ҫук.

Вырӑнти МИХсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренни кӳршӗри Алжирта та палӑрнӑ, анчах та унта ҫакӑ нимӗнле сиен те кӳмен, вырӑнти ҫынсене амантман. Унччен маларах Мароккора пысӑк ҫӗр чӗтренӗвне 2004 ҫулта регистрациленӗ пулнӑ, ун чухне унӑн магнитуди Рихтер шкали тӑрӑх 6 балпа танлашнӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн катаклизмне пула вӑл вӑхӑтра 600 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

#Марокко, #Марракеш, #ҫӗр чӗтренӗвӗсем, #тӗнчере

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем