Шупашкар хулинчи ведомство тулашӗнчи хуралта ӗҫлекенсем патрульте ҫӳренӗ май Иван Яковлев проспектӗнчи суту-илӳпе кану центрӗнче вырнаҫтарнӑ хавхаллӑ сигнализаци ӗҫлеме тытӑнни пирки пӗлнӗ.
Росгвардире ӗҫлекенсем пӗр тӑхтамасӑр асӑннӑ адреспа ҫула тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем сыхлакан объектра арҫынна тытса чарнӑ. Лавкка ӗҫченӗсен сӑмахӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ ҫын 80 пин ытла тенкӗлӗх тавар вӑрлама хӑтланнӑ.
Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн эрехпе ӳсӗрӗлни каҫранах курӑнакан гражданин хӑйне агрессивлӑ тыткалама, япӑх сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫланӑ.
Хамӑр тӑрӑхрах пурӑнакан 34 ҫулти ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 158 статьян 1 пайӗ (вӑрлани) тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.