Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мускаври Акатуя чӑваш юрӑҫисем хутшӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.06.2022 05:33 | 1101 хут пӑхнӑ
Культура
mdn.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mdn.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, иртекен Акатуя Чӑваш Енри артистсем те хутшӑнӗҫ.

Уяв Ҫӗнӗ Басманнӑй урамри 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш строенийӗнче (унта ҫитес тесен «Красные ворота» метрора тухмалла) 11 сехетрен 17 сехетчен пырӗ.

Уяв программине Мускавра пурӑнакан артистсем: Валерий Иванов, Елена Соловьева, Григорий Вакку, Ирина Шоркина, Алена Савельева, Валентина Попова, Ирина Музыкантова, Ксения Гришина, Ольга Абрамейцева, Виталий Воронов — илем кӳрӗҫ. Чӑваш Енрен Акатуя Алина Варна, Сергей Лекерев, Тамара Ишмуратова, Валентина Семенова, Олег Залогин пырса ҫитӗҫ.

Коллективсенчен Мускаври сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Атӑл» хор, «Ентеш» тата «Шевле» ансамбльсем, Чӗмпӗртен «Укӑлча» коллектив, Шупашкартан «Хӗлхем» тата «Азамат» ушкӑнсем тухӗҫ.

Мускаври чӑвашсен уявне Якут Республикинчен, Пушкӑртстанран тата Удмурт Республикинчен хӑнасем пырса ҫитӗҫ.

#Удмурт Республики, #Пушкӑртстан, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #йӑла-йӗрке, #уявсем, #юрӑҫсем, #артистсем, #культура, #Якут Республики

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем