Хулара
![]() fotostrana.ru сайтри сӑн Шупашкарта 88 ҫулти кинемейӗн укҫине вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн хваттерне палламан арҫын кӗнӗ те нухратне йӑтса тухса кайнӑ. Ватӑскер хӑй тӗллӗн утаймасть. Арҫын 200 пин тенкӗ вӑрласа тухнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ха палламан ҫын? Ҫак ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ 38 ҫулти арҫын, малтан ҫак хваттере кинемейӗн мӑнукӗпе килсе курнӑ. Хайхискер ватӑ хӗрарӑмӑн укҫи ӑҫта упраннине астуса юлнӑ. Тепӗртакран ҫак арҫын кинемейӗн мӑнукӗпе пӗр ушкӑнра пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн кӗсйинчен хваттер уҫҫине кӑларса илнӗ. Арҫын вӑрланӑ укҫана тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |