Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Санкцисене пула Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Макдональдссем хупӑнаҫҫӗ. Хӑҫанне палӑртман. Вӗсем паянтанах ӗҫлеме пӑрахма пултараҫҫӗ.
Тӗп директорӗ Крис Кемпчински пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри пӗтӗм Макдональдс вӑхӑтлӑха хупӑнӗ. Вӗсем пӗтӗмпе - 850. Унта ӗҫлекен 62 пин ҫынна вара ӗҫ укҫине тӳлесех тӑрӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Раҫҫейри тата Украинӑри Макдональдссем ҫулталӑкри тупӑшӗн 9 процентне ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе — 2 миллиард тенкӗ. Халӗ Украинӑри Макдональдссем те хупӑ.
Палӑртмалла: Шупашкарта ҫакнашкал пӗрремӗш кафе 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Валери Туркай // 2555.7.2534
2022.03.09 14:56 | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.09 17:55 | |
Эх, телей çынсене: ĕçлемесĕрех шалу илсе тăрĕç!
Кăна малтанах пĕлнĕ пулсан, хам та унта ĕçе кĕрĕшнĕ пулăттăм! Халь вара чавса çывăх та — çыртма çук! 62 пин çын! Кăмака çинче выртсах вĕсен кĕсйине укçа килсе тăрĕ! Валери Туркай вара самаях йăваш. Хам ун вырăнĕнче пулсан, унашкал «инвесторсене» тÿрех национализацилеме ыйтмалла. | |
Вулакан // 2950.63.0395
2022.03.11 20:36 | |
Американсем хӑйсем пӗр апата та Кока-Коласӑр сӗтел хушшине лармаҫ Тет. | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.12 17:46 | |
Вара мĕн? | |
Вулакан // 4153.04.9412
2022.03.12 23:34 | |
Вара синтетика япали.... Американецсене ытлара итле. Вара томана пулан синтетика ҫие, синтетика ачисем, арӑмӗсем тат а ыттисем те.... | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.13 17:13 | |
Эс вара ма пит мĕрикканццăсемшĕн хуйхăрма пуçланă? | |

Валери Туркай