Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: 2021 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.12.2021 12:55 | 4569 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Тӗнче тетелӗ

2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?

2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.

Статьясем

«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать. Енчен те малтан кунта пирӗн кӑсӑклӑ сӳтсеявусем пурччӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра комментарисен пахалӑхӗ пысӑках мар. Акапасар (ӑна асӑнмасӑр епле иртӗн?) яланхилле пӗр-пӗр термина тӑрӑнса темӑна пӑрса яма тӑрӑшать, Микула яланах ача пахчинче ачасене чӑвашла вӗрентмелли пирки калать… Хӑш-пӗр статья авторӗ сайт хӑнисенчен кӑсӑклӑ сӳтсе явасса кӗтет, анчах унашкал ҫынсем пур чухне ӑҫтан ӑслӑ-тӑнлӑ тавлашу ҫуралтӑр-ха? Ӑслӑ-тӑнлин комментари ҫырма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать. Акапасар пеккисем кӑна, хӑшӗсен пушӑ вӑхӑчӗ пит нумай пулнӑран, кунне вуншар комментари ҫырайраҫҫӗ. Ҫавна май комментарисенче паха япала шырама, унашкаллине кӗтме пӗрре те кирлӗ мар тесе шутлатӑп. Тепӗр тесен, комментари ҫырас йӗркене ни Акапасар, ни Микула пӑсмаҫҫӗ, вӗсем мӗн ҫырнине хуратма сӑлтав ҫук.

Малалла авторсен йышӗ пирки калаҫар. Кӑҫалхи ҫула илес пулсан авторсем пирӗн кӑшт ҫӗнелчӗҫ. Акапасар, калӑпӑр, ҫӗнӗ статьясем ҫырма пӑрахрӗ — комментарисенче ҫӳпӗлеме ҫеҫ хал ҫитерейрет. Теприсем сахалтарах ҫырма пуҫларӗҫ пулин те ҫавах хӑйсен статйисене пирӗн пата ярса пама пӑрахмарӗҫ-ха. Кунта, калӑпӑр, Аркадий Русакова, Сергей Щербакова асӑнма пулать.

Яланхи авторсем, сывлӑхӗсем вӗсен ҫирӗп пулччӑр, пирӗнпе ҫыхӑну татмарӗҫ. Тимӗр Акташ ҫулталӑк тӑршшӗпех кӑсӑклӑ репортажсемпе паллаштарса тӑчӗ, Виталий Станьял интереслӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ.

Тепӗр ушкӑн вара — ҫӗнӗ авторсем. Кунта Николай Сидоровпа Надежда Кирилловӑна асӑнма пулать. Вӗсен иккӗшӗн статйисем те ытларах енӗпе театр ӗҫӗ-хӗлне критиклесе ҫырнӑскерсем пулнӑран «Чӑваш халӑх сайтне» академи драма театрӗнче «хура списока» та кӗртрӗҫ пулӗ ӗнтӗ... Ҫитес ҫул «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ӗҫӗпе унта ҫитсе курас кӑмӑл пур, анчах мӗнле йышӑнӗҫ-ши текен ыйту паян кун та пӑшӑрхантарать. «Чӑваш халӑх сайчӗ» те, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те никама та усал тӑвас тӗллевпе, паллах ӗҫлемест. Эпир авторсен статйисене вырнаҫтаратпӑр кӑна. Театр ӗҫ-хӗлне ырлакансене те, мухтакансене те, критиклекенсене те. Пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли — статьяра саккуна пӑсни кӑна ан пултӑр. Авторсем критикӑллисене ҫеҫ ярса параҫҫӗ пулсан мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ?

Хыпарсем

Хыпарсем патне ҫитер. Кунта кӑҫал улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Сӑмах вырӑсла верси пирки пырать. Енчен те 2020 ҫулта пирӗн вӑл пайра ҫыракан ятарлӑ хыпар авторӗ пурччӗ пулсан, 2021 ҫулта эпир унтан хӑтӑлтӑмӑр. Сӑлтавӗ вара тупӑш чакнипе ҫыхӑнчӗ. Укҫана ытларах «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ӗҫне ярас тесе ҫапла тума тиврӗ. Анчах ку йышӑнушӑн пӗрре те кулянмастӑп: «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» палӑртнӑ тӗллеве — 1 миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене — хатӗрлерӗ! Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 1 миллион та 60 пинрен иртнӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗн» вырӑсла пайӗ те хыпарсӑр юлмарӗ. Паллах, малтанхи пек вӗсем кашни кунах хатӗрленмеҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна... Апла пулин те кашни эрнерех ҫӗнӗ хыпарсем пур.

Пирӗн хыпарсен чи пысӑк ҫитменлӗхӗ: опечаткӑсем чылай пулни. Кӑҫал эпир унпа та кӗрешме тытӑнтӑмӑр. Вырӑсла каласан, «тенкӗпе айӑплатпӑр». Ытти МИХсенче ятарлӑ корректорсем пур пулсан, пирӗн унашкал ятарлӑ ҫын ҫук. Паллах, эпир хальхи технологисемпе те усӑ куратпӑр: калӑпӑр Hunspell валли тунӑ словарьпе корреспондентсене ӗҫлеме хӑнӑхтарса. Анчах те васканине пула, те вӑхӑчӗ ҫителӗксӗр чухне опечаткӑсем те, факт йӑнӑшӗсем те текстра каяҫҫӗ. Вӑт, кӑҫал эпир кашни йӑнӑшшӑн тӳлев укҫине чакарма пуҫларӑмӑр. Пӗлтерӗшлех мар опечаткӑшӑн — кӑшт кӑна, факт йӑнӑшӗ пулсан вара — «штрафӗ» самай пысӑк. Пулӑшать-и ку, пулӑшмасть-и — эсир хӑвӑрах сӑнама пултаратӑр.

Ҫитес ҫул, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, хыпарсем кӑшт улшӑнӗҫ те пулӗ. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» валли юрӑхлӑ материал хатӗрлес тӗллевпе, тен, ытларах тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри хыпарсем пулӗҫ. Вырӑслинче те чӑвашла хыпарсен куҫарӑвӗ нумайрах вырӑн йышӑнма пултарӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул парни

Кӑҫал пирӗн икӗ сервертан пӗрине пӗр хостертан тепӗр хостера патне куҫарма тиврӗ. Серверӑн операци системи ҫӗнелнӗ май хӑш-пӗр сайтсене ӗҫлеттерсе яма йывӑр пулчӗ. Вӗсен йышӗнче — «Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн» сайчӗ. Ӑна Drupal текен движок ҫинче ӑсталанӑччӗ те, хальхи верси ҫине куҫармасӑр ниепле те ӗҫлеттерсе яма май килмерӗ. Движокӑн версине ҫӗнетме вара вӑхӑт тупӑнаймарӗ... Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗ, хӑйӗн ӗҫне тахҫантанпах тивӗҫлӗ шайра ҫутатмасть ӗнтӗ, анчах та унта, тахҫан ӑсталанӑ сайтра, кирлӗ материалсем вырнаҫнӑччӗ. Сӑмахран, чӑвашла ҫырма май паракан сарӑмсем. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» комментари ҫырмалли пайра та ҫав сарӑма уҫласа илмелли каҫӑна вырнаҫтарнӑ. Апла-тӑк, сайта тем тесен те ӗҫлеттерсе ямаллахччӗ. Вӑт, нумай пулмасть вӑл уҫӑлма пуҫларӗ те. Хальлӗхе пур материала та куҫарман-ха, анчах чи кирлисене вырнаҫтарнӑ.

Парни пысӑках мар ӗнтӗ, вӑл та ӗнтӗ ҫӗмӗрнине юсани кӑна, анчах ҫавах нумайӑшне ҫак утӑм пулӑшӗ.

Плансем

Плансем пирки ҫырма нумай пулать, чи йывӑрри — вӗсене пурнӑҫа кӗртесси. Калӑпӑр, пӗлтертенпех сайтӑн дизайнне ҫӗнетес кӑмӑл пур. Анчах вӑхӑт та ҫитмерӗ, укҫи-тенки те сахалтарах пулчӗ. Ҫавах ҫитес ҫул валли плансене кӑшт та пулин палӑртмаллах тесе шутлатӑп.

Чи малтан, сайтри хатӗр, ӗҫлекен пайсене тивӗҫлӗ шайра ӗҫлеттерсе яни кирлӗ. Видеосен пайӗ, сасӑлавсем, сӑнсен галереи, онлайнсем — ку хатӗр-хӗтӗрсем сайтра пур пулин те вӗсем ӗҫлеменнипе пӗрех. Хатӗр япала ӗҫлемеллех.

Унсӑр пуҫне «Сӑнсен пуххи» текен сайта ӗҫлеттерсе ямалла. Ӑна ҫӗнӗлле ӑсталама пуҫланӑ ӗнтӗ, ӗҫе малалла тӑсмалла. Пӗтӗмпех йӗркелесе ҫитерсен унта тематикӑллӑ сӑнсем те пулмалла (фотобанк евӗр), вӑл ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ мероприятисенче ӳкернӗ фотосӑнсене вырнаҫтармалли сайт та пулмалла.

2022 ҫул

Чылайӑшӗ 2022 ҫулталӑк ҫӑмӑлрах пуласса шанать. Эпир те Ҫӗнӗ ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗретпӗр.

Ҫитес ҫул пирӗнтен кӑшӑлвирус хӑпасса шанса тӑратпӑр! Вӑл хӑйӗн пирки хыпарсем ҫыртарма пӑрахасса шанатпӑр. Кашнин тупӑшӗсем ӳсессе шанатпӑр! Ҫитес ҫул чылайӑшӗ пирӗнтен перекетлӗхе манса пурнӑҫпа туллин савӑнса пурӑнма пуҫлӗ тесе шанатпӑр. Йыш ӳсессе шанатпӑр! Республикӑри халӑх йышӗ чакма мар, хушӑнасса шанатпӑр. Савӑнӑҫӗпе ырлӑхӗ ытларах пулӗ тесе шанатпӑр! Савӑнӑҫлӑ хыпарӗ, ырӑ пулӑм кашни килте, кашни ҫыннӑн ытларах пулӗ тесе шанатпӑр. Йывӑрлӑхсемпе нуши-терчӗ сахаланасса шанса тӑратпӑр! Мӗнпур йывӑрлӑхӗ 2021 ҫулта юлмалла пултӑр, нушипе терчӗсем Ҫӗнӗ ҫулта пирӗн ҫума ҫыпӑҫмӗҫ тесе шанатпӑр. Мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫланасса шанатпӑр! Пысӑк ӗмӗт-и, пӗчӗк-и вӑл — ҫапах та мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫланасса шанатпӑр.

Ҫапла пултӑрччӗ те! Эпир шанни, мӗнпур ӗмӗт ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫланса пыччӑр! Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#сайтсем, #пӗтӗмлетӳсем, #Ҫӗнӗ Ҫул, #плансем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1933.88.7458
2022.01.01 03:27
Agabazar
Акапасартан хуть те çуна тупань тăвăр, анчах Микулана ан тивĕр.
Микула // 1077.37.9691
2022.01.01 13:27
Аçтахар Плотников пур пулсан Акапасарпа Микула та пулӗҫ. Кун пирки ан та иккеленӗр. " Хӑш-пӗр статья авторӗ сайт хӑнисенчен кӑсӑклӑ сӳтсе явасса кӗтет, анчах унашкал ҫынсем пур чухне ӑҫтан ӑслӑ-тӑнлӑ тавлашу ҫуралтӑр-ха?" Тавлашу нихӑҫан та "ӑслӑ-тӑнлӑ" пулман. Калаҫу тепӗр чух пулкаланӑ,ӗлӗкрех.
Ача сачӗсем пирки шутламаҫҫӗ ,ӑнланмаҫҫӗ,асӑнмаҫҫӗ пулсан питӗ иккеленӳллӗ авторӗсем чӑннипех халӑх шӑпишӗн пӑшӑрханни . Пӗр енчен Акапасар,тепӗр енчен Микула ,шель авторсене... Тен сӑлтавӗ Микулапа Акапасрта мар ?
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.
Унсӑр пуҫне ,шутлатӑп, кӑҫал та пуллин , пурин те калама хӑнӑхас пулать- "Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла ".
Кошкин // 1762.04.7272
2022.01.01 17:15
Акапасар , Микула... Тен . сырас кула-кула ? Тен , ыратас чунесем ? Ачисем лайах весем . Ма ятлас-ха ахалех . сырччер тата вирлерех ! Сене сулпа , тавансем , пулар мар историе пелмен Ивансем !
Agabazar // 1933.88.7458
2022.01.02 22:15
Agabazar
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть

Ылттăн сăмахсем
Микула // 1077.37.9691
2022.01.05 11:05
2022 год в Чувашии объявлен Годом выдающихся земляков - известных выходцев из республики. Ура товарищи? Учитывая то ,что более половины чуваш проживает за пределами Чувашии мы все в восторге от такого решения.
Напоминаем в Татарстане 2021 год объявлен был Годом родных языков и народного единства.
В свою очередь предлагаю знакомить читателя выдающимися земляками проживающими за границей. Начнем с американских чуваш. Международная ассоциация чувашей США — такая организация наших соплеменников появилась в Майами.К примеру, татары ежегодно проводят в Майами Сабантуй. Вообще нужно отметить, что они там неплохо развернулись, свой бесплатный дом для встреч имеют, президент Минниханов два раза приезжал…Как удалось выяснить, чувашей в Америке где-то около тысячи человек. Живут они в разных штатах, немало их в Нью-Йорке, в Майами. В Канаде — 37 человек…
http://sovch.chuvashia.com/?p=223549

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем