Республикӑра иртнӗ «PRофи-21» конкурса эрнекун пӗтӗмлетрӗҫ. Ӑна «Ютуб» видеохостингра тӳрӗ эфирта пӑхма май туса пачӗҫ.
Аса илтерер: пиарҫӑсен конкурсне 79 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 32-шне финала суйласа илнӗ. Финалта ҫавсене тӗрлӗ енӗпе хакланӑ. Сӑмахран, PR-кейса тишкерме, республика брендне аталантарма PR-проект тата пресс-релиз хатӗрлеме тивнӗ.
«Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем» категорире пӗрремӗш вырӑна Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ Анна Иванова йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — ЧР Транспорт министерствин пресс-секретарӗ Светлана Денисова тата Стройминӑн пресс-секретарӗ Зарина Сиярова, виҫҫӗмӗшӗнче — ЧР ШӖМӗн информаци тата общество ҫыхӑнӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин.
«Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем» категорире пӗремӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ Олеся Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче (иккӗмӗш вырӑна никама та паман) — Ҫӗмӗрле районӗн адмнистрацийӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Екатерина Сибирцева.
«Бизнес, ведомствӑлла учрежденисем» категорире пӗрремӗш вырӑнта — Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗн редакторӗ Галина Титарчук, икккӗмӗшӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн коммуникаци центрӗн ертӳҫи Наталья Яшина, виҫҫӗмӗшӗнче — Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчи коммуникаци тата пулӑм проекчӗпе ӗҫлекен Наталия Альгешкина менеджер.