Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Усал урлӑ тупнӑ ырлӑх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 30.11.2021 18:28 | 4058 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисем ҫинчен)

Ҫӗнӗ саманари литература тӗрлӗ ырӑ-япӑх пулӑмпа савӑнтарма-пӑшӑрхантарма пӑрахмарӗ. Е ниме тӑман ҫыркаланчӑк хушшинчех ачасем валли питӗ селӗм кӗнекесем пичетленсе тухрӗҫ, е тӗрӗслӗх турӑран килет тенӗ хайлавсем шкула пырса кӗчӗҫ. Хӗрсен сӑмах хастарлӑхӗ сӑвӑ ярӑмӗсемпе романсем таранах ҫӗкленчӗ.

Чӑваш литературинче пурнӑҫа тӗрӗс сӑнарлакан реализм парӑнма шутламасть. Ҫакна май Владислав Пастухов-Анаткас кӗнекисене илсе кӑтартас терӗм.

Сӑпайлӑ ҫын Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас cӑвӑҫ (ячӗ район энциклопедийӗнче, «Чӑваш литературин поэзи антологийӗче» пур пулсан та) вулакана халиччен паллах марччӗ. Вӑл Муркаш районӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, Турай шкулӗнче вӗреннӗ. Тинӗс ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. Халӗ Тӑвайра пурӑнать. Сарӑтура Шалти ӗҫсен министерствин академийӗнчен вӗренсе тухсан хамӑр республикӑра аслӑ следовательте ӗҫленӗ. Магаданра, Саха-Якутире, Чукоткӑра ылтӑн чавнӑ тата ҫӗр тӗпчекен ушкӑнра тарланӑ. Унтан таврӑннӑранпа районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫатра тӑрӑшнӑ, университетра вӗреннӗ, вакат ӗҫне пӑрахман. Кӗнекесем ҫырнӑ. Ҫаксем ҫинчен виҫҫӗмӗш томри «Ырӑпала усал хушшинче» автобиографилле поэмӑра, «Следователь шӑпи» кӗнекери сӑвӑсенче ытларах пӗлме пулать.

Вӑл кӑҫал пӗр харӑс виҫӗ томпа «Ырӑпала усаллӑх хушинче» сӑвӑсемпе поэмӑсен пуххине кӑларчӗ (Шупашкар, Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2021, 400, 408, 440 хутъенсем). Капли Чӑвашра халиччен пулманччӗ-ха. Хӗветӗр Акивер умсӑмахра ҫырашле, Владислав Анаткас — хӑюллӑ ҫын, пысӑк хисепе тивӗҫлӗ автор-поэт. «Ҫак виҫӗ томлӑ сӑвӑ кӗнекисенче пысӑк калӑппа ҫырнӑ хайлавсем те чылай. Чунпа пиеленӗ япаласем вӗсем. Чӑваш литературине ҫӳлӗ шая ҫӗклекен хайлавсем. Уйрӑмах паянхи кун, ҫын ҫынна, ҫынлӑха хаклма манса пынӑ вӑхӑтра. Пысӑк укҫа таса юратӑва таптанӑ вӑхӑтра! Тӑван тӑвана манса пынӑ вӑхӑтра, чӑваш чӑваша сумлама пӑрахнӑ вӑхӑтра!» (виҫҫӗмӗш том, 11 ен). Чӑнах та, чӑваш хӑватне ҫӳле хӑпартакан сӑвӑ-поэма кӗнекесенче сахал мар. Хайлавсен тытӑмӗ, йӗрки, кама халаллани тӑрӑхах сӑвӑҫ тавракурӑмне, шухӑшӗ-кӑмӑлне, хавасӗ-хурлӑхне ӑнланма пулать. Эпӗ Владислав Григорьевича вӑл ваккатра ӗҫленӗренпех пӗлетӗп. Унӑн кӗрешӳри «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхшӗн» кӗнекине хакланӑччӗ. Анаткас ялӗн ывӑлӗ пӑтранчӑк саманара тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе пайтах инкек курчӗ. Унӑн Инҫет Тухӑҫа тухса кайма та тиврӗ, анчах тӑван сӑмахран, тӑван ҫынсенчен сивӗнмерӗ, умма энциклопедилле кӗнекесем кӑларса хучӗ.

Мӗншӗн энциклопедилле? Мӗншӗн тесен кӗнекесене чӑваш культурин ҫыннисене халалланӑ сӑвӑсене энциклопедири пекех кӗртнӗ. Вӗсем тӑрӑх литература, театр, музыка, ытти ӳнер ҫыннисене, ӑслӑлӑх, хаҫат-журнал халӑхне, шилӗк ҫӑлтӑрӗсене, ертӳҫӗсене, генералсене, ҫарпа ӗҫ паттӑрӗсене, тантӑшӗсене, тӗрме таврашӗнчисене тата такама та (классиксене, вилнисене, пурнакансене, хальхи ҫамрӑккисене) курма пулать. Ҫавсен сӑнарӗсем урлӑ поэт хӑй чунне кӑтартать, тӗнчен хура-шурне хускатать, тӑван халӑхпа калаҫать. Уҫӑмлӑрах пултӑр тесе, кӗнекесенчи хӑшпӗр пайсен тата ҫынсен ячӗсене кӑштах асӑнса хӑварам. Унта вӗсем шӑкӑрин. «Прозӑри классиксем» — Леонид Агаков, Андрей Петтоки, Петр Осипов, Александр Артемьев... «Хусанкайсем Ухсайсем», «Ҫурҫӗрти поэт-тусӑмсемпе юрӑҫсене» — Антонина Кымытваль, Платон Ойунский, Алитет Немтушкин, Владимир Санги, Юван Шесталов; «Уҫлӑхпа калаҫни», «Юратнӑ сцена ӑстисем» — Тамара Чумакова, Вера Кузьмина, Зоя Ярдыкова, Николай Степанов...; «Олимпиецсемпе тӗнче чемпионӗсем» — Тимӗр Воронков, Валерий Лаптев, Валентина Егорова, Татьяна Акимова; «Ӳнерҫӗсем» — Никита Сверчков, Праски Витти, Владимир Агеев, Алексей Майраслов; «Ӑсчахсем» — Николай Никольский, Михаил Сироткин, Василий Димитриев, Наум Урхи, Петрпа Ефросиния Сидоровсем, Иван Одюков тата халӗ пурнакансем шутлами пайтах; шилӗк ӑстисем — Августа Уляндина, Валентина Кузнецова Маргарита Туринге, Алексей Щадриков... Шутлама ятарласа тытӑнас пулать — нумайӑшне ҫивӗч асӑрхама ӗлкӗрнӗ сӑвӑҫ. Савӑнаҫҫӗ пулӗ тетӗп халала тивӗҫнисем — вилӗмсӗр ырӑ танлаштарусем кама ан килӗштӗр! «Кӑйкӑр ҫаври» поэма — республикӑри районсене шелепилле-хусанкайла ретӗн ӳкерсе ҫырнӑскер, «Нарспи» поэмӑна куҫаракансене пуҫ тайни те — сӑвӑллӑ энциклопедиех.

Виҫӗ кӗнеки те нумай пайсенчен тӑрать: «Юрату ярӑмӗ», «Ӗненӳ тата шанчӑк», Анаткас, Турай, Муркаш, Ҫурҫӗр «ҫеммисем», «Колыма ярӑмӗ», «Тӗрӗслӑх, ӑҫта ҫӳрен?». Жанр тӑрӑх палӑртнисем — «Сонетсем», «Такмаксем», «Прозӑри хӗр-пикесем»... Прозӑлла ҫаврӑмсем, куҫарусем.

Хӑвӑрах чухларӑр — питӗ анлӑ тематика, вӗҫ-хӑррисӗр ят-хушамат. Лайӑх-и ҫакӑ, япӑх-и? Хӑҫан мӗнле! Сӑвӑ хӑйне тӗллӗн, кама парнеленине пӑхмасӑр, пурӑнайрать пулсасӑн — лайӑх. Пӗр ҫыншӑн кӑна пулнӑ-тӑк - альбом сӑвви. Ун пеккине Пушкин ӗмӗрӗнче кашни улан-гусар пуян хӗрсен типтерӗсене ҫырса панӑ. Ҫӗрпӳ таврапӗлӳҫи Илья Михай (Михайлов) шалт краеведени сӑввисен темиҫе кӗнекине кӑларнӑччӗ. Владимир Николаев-Изачак сӑвӑҫ кашни хыпара сӑвва кӗртме ӑсталанса ҫитрӗ те темиҫе томлӑ кӗнеке пичетлерӗ.

Халӗ сӑвӑ кумакансем питӗ нумай. Пенсие тухнисем ҫыраҫҫӗ, шкул ачисем тертленеҫҫӗ, юрлакансем хӑйсене валли рифма хуҫса аппаланаҫҫӗ, верлибрсемпе прасналла е шурӑ сӑвӑ мӗнне пӗлме хӑтланаҫҫӗ. Вӗсене вуласан кӳтсе кайма та пулать. Вара чӑнласа лирика ҫук теме те ҫылӑх мар. Поэзи пахалӑхӗ кӗнеке хулӑмӗнче те нумаййинче упранмасть ҫав. Тӗрӗссипе, ку чухне йӗркеллӗ ҫыннӑн темиҫе пӑт сӑвӑ вуласа ларма кӑмӑл тупӑнмасть, Анаткас вара вӗсене пӗр ҫӗклем хатӗрленӗ. Пӗрре тытсах йӑлт вуласа тухма тӑрӑшминччӗ, вулаканӑм!

Мӗн каласшӑн пире вӑл, мӗн тума кирлӗ ҫавӑн чухлӗ сӑвӑ? — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Поэзи чуна уҫма, пуҫа ӗҫлеттерме, телейлӗ те хурлӑхлӑ, ырӑ та усал пурнӑҫра хамӑр хака туйма, ҫӗнтерсе пурӑнма кирлӗ. Владислав Анаткас кӗнекисем тӗрӗслӗхшӗн ҫунаҫҫӗ, икӗпитлӗхе ҫупаҫҫӗ, таса туйӑмсене мухтаҫҫӗ. Пурнӑҫ илемне хӳтӗлеҫҫӗ. Илемӗ вара — тӗрӗслӗхре, шанчӑкра, пултару ӗҫӗнче, ҫынна ҫын вырӑнне хунинче. Ҫакӑ кирек кама та пырса тивет. Чӑтса курнӑран ҫуралнӑ сӑмахсем, пӳрнерен ӗмни, юмахран илни мар — хамӑр вӑхӑтран. Амӑшне вӑл Колымаран ҫырать: «Аннеҫӗм! Илтетӗн-и? Чӗреҫӗм тухать ҫурӑлса! Куҫҫулӗм пӑр пек арканать! Сирпӗнет! Кӑшкӑрассӑм килет: «Таптарӗҫ мана сутса!» («Юратнӑ аннеҫӗм» сӑвӑран, 1982). Ирӗксӗрех калӑн вара: «Кӑкӑра ҫурса яр та кӑлар чӗреме — Ӗмӗрхи ыйхӑпа эп пуҫлам киленме» (Юрату ярӑмӗ, 1 том, 24 ен). «Ан ятла мана эс, ырӑ ҫыннӑм, Эп сана манаймӑп нихӑҫан. Эс мансан мана та пулӗ ҫылӑх. Каҫарттарӑпӑр-ши ӑна хӑҫан? Ӗҫӗмсем йӗркеленсе пыраҫҫӗ — Эсӗ пур та — пурӑнас килет...» (Галинӑна халалланӑ сӑвӑран. Чукотка, Билибино). Кам чӗр мӑшкӑла ҫирӗп шачӑкпа Митталла чӑтса ирттернӗ, вӑл ҫак сӑвӑсене ӑнланмасӑр тӑма пултараймасть.

Вырӑс поэчӗн Варлам Шаламовӑн «Колыма типтерӗсем», Соликамскри Михаил Куимовӑн «Колыма сӑввисем» аса килчӗҫ. Владимир Анаткас вӗсем пекех ҫивӗч калама пӗлет. «Лайӑх ҫырма вӗренме пулать, анчах вӗрентме ҫук» теҫҫӗ. Тӗрӗс ҫапла калани. Ҫутҫанталӑк паман-тӑк сӑмах туйӑмне, сӑнар курӑмне - ӑна тапаҫланса шырани кӑлӑхах. Анаткасӑн сӑвӑ чунӗ самаях пысӑк. Шухӑш тӗввисем те ҫынна тивекеннисемех. Хӑй калашле, «Сӑввӑмсене ан тӑрӑр ӑнланмасӑр — эп вӗсене ҫыратӑп юнӑмпа». Ку ҫаплах, ҫавӑнпа хаклӑ.

Владимир Анаткас тӳсӗмлӗ ҫын, ӳркенми кӗрешӳҫӗ, талантлӑ сӑвӑҫ, Унӑн виҫӗ кӗнекинче эпӗ нумай-нумай ылтӑн пӗрчи тупрӑм. Ылтӑн ылтӑнах, алмаз алмазах вӑл, тем каласан та. «Мана ку килӗшет, леш аплах мар» тенинчен килмест поэзи хакӗ. Ылтӑн кӑларнӑ ҫӗрте, пӗлетпӗр, кирлӗ мар тӑпра туллиех. Каярахпа япӑххине катертсе, лайӑххине якатса, сӑвӑсене уйрӑммӑн та кӑларӗ, вырӑсла та куҫарттарӗ. Паллах, ӑна тӗрӗс куҫлӑ критик кирлӗ — вӑл чӑвашӑн ҫук, Юрий Скворцов, Валерий Алексин пек тӳрӗ редакторсем Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнче кӑна пур-тӑр ҫав.

Владимир Анаткасӑн янӑравлӑ, пур енчен те паха сӑввисене хама валли палӑртса тухрӑм. Вӑл Ухсай пекех юхтарса, халӑх сӑмахлӑхӗнчи майлӑ ҫӑмӑллӑн ҫырать. Лайӑххине хисеплесе статьяна тӑсса каймӑп. Тӳрех калам — поэт паттӑрла пусӑм тунӑ, чун-чӗрин хӑватне сӳтӗлтерсе яман, йӑнӑш ҫулпа чуптарман. Хӑйне вӑл ҫирӗп ӗненет: «Шӑнкӑрав ҫакмастӑп пӗкӗрен — Ман юри шӑв-шав тӑвас килмест. Кам вулать юлташ пек чӗререн — Ҫавӑ ман пирки иккӗленмест» («Ырӑпала усал хушшинче» поэмӑран, 1980-2011). Эпӗ иккӗленмерӗм.

Апла-и, капла-и — Владислав Анаткас хайлавӗсем виҫ утӑмран иккӗшне пуснӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫырӑннӑ чухне авторне пултару вучӗпе ҫунтарнӑ, халӗ пичетленнӗ те — вулакан патне ҫитсе хавхалану кӳрӗ. Виҫҫӗмӗш утӑмне вӑхӑт палӑртать, вӑл литература историйӗнчи вырӑнпа ҫыхӑннӑ. Ӑс-хакӑл вӑйӗ, халиччен каламан сӑмах, ҫыру хӑйевӗрлӗхӗ Анаткас сӑвӑҫ пултарулӑхӗнче уҫҫӑн тапса тӑрать. Унӑн ячӗ чӑваш поэзийӗн ретне хӑюллӑн та ҫирӗппӗн кӗрсе тӑчӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#хаклавсем, #Муркаш районӗ, #Турай, #культура, #кӗнекесем, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.12.01 16:16
Нелли Пальмова
Михай ятне-хушаматне туллин тӳрлетрӗм. Ытти йӗркеллех!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем