WhatsApp компани аккаунта хушма хатӗрпе ҫыхӑнтарма май паракан ҫӗнетӳ кӑларма пуҫланӑ, ҫапла май вара тӗп смартфона ӗҫлеттермесӗрех ун ҫинче сообщенисем яма май пулӗ.
GSMArena ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнетӳ Android тата iOS-лӑ хатӗрсемпе усӑ куракансене официаллӑ майпа килме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Раҫҫейре вара хальлӗхе нимӗн те пулса иртмест-ха. Тен, ҫӗнетӳ кӑшт каярах ҫитӗ.
Ку таранччен WhatsApp-па компьютерта усӑ курас тесен тӗп смартфон тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннине тӗрӗслемелле пулнӑ.
Ҫӗнӗ функцие чи малтан телефон ҫинче ӗҫлеттерсе ямалла пулӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн аккаунтӑн пур хатӗрсенчи те ҫыхӑнӑвӗсене пӗтерӗҫ, вара кирлӗ хатӗрпе ҫыхӑнтармалла пулӗ. Ҫаксене туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӗп смартфонпа мӗн пулнине шута илме тивмӗ, WhatsApp-па туллин усӑ курма май пулӗ.
Аса илтерер, ытти паллӑ мессенджерсем — Viber, Telegram, Discord — тӗп смартфонпа ҫав териех тачӑ ҫыхӑнман, вӗсем телефонсӑр та чиперех ӗҫлеҫҫӗ.