Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Учитель сӑвӑҫа аса илсе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 02.06.2013 20:35 | 1610 хут пӑхнӑ
Поэт вилтӑпри умӗнче
Поэт вилтӑпри умӗнче

Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Ҫав йышра литературӑпа ӳнерте палӑрнисем те. Вӗсен шутне Четрикре ҫуралса ӳснӗ Николай Петрович Петрова кӗртетпӗр. Вӑл учитель пулнӑ — шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, директорта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах поэзи пахчинче ырми-канми вӑй хунӑ. Ӑна эпир чӑннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сӑвӑҫи тетпӗр.

Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта Николай Петрова асӑнса литература каҫӗ иртрӗ. Ку икӗ пулӑмпа сӑлтавланнӑ: ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче учитель-сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарчӗ тата ҫӗртмен 23-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул ҫитет. Питӗ шел, мал ӗмӗтлӗ ҫынӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ, хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваймарӗ.

Тӗлпулӑва шкул директорӗпе А.И. Васильевпа С.М. Назарова вӗрентекен ертсе пычӗҫ, унта шкулти 5, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правлени пайташӗсем пиллӗкӗн килнӗ. Красноармейскинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В. Михайловпа районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С. Гурьева Н. Петровӑн ӗҫӗпе пултарулӑхӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗҫ, электронлӑ хӑтлавсене кӑтартрӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ. Вячеслав Сергеев, Алла Яковлева тата Елизавета Петрова вӗренекенсем поэтӑн ачасем валли ҫырнӑ сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ.

Хӑйсен юратнӑ пиччӗшӗ ҫинчен унӑн шӑллӗ Василий Петров тата йӑмӑкӗ Надежда Марчук ӑшшӑн аса илчӗҫ. Ҫавӑн пекех Николай Петровӑн тус-юлташӗсем — Н. Янкас пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Г. Ефимов-Тусли, унӑн ҫумӗ Н. Ершов-Янгер тата таврапӗлӳҫӗсен районти уйрӑмӗн ертӳҫи В. Константинов-Улӑхсем ҫыравҫӑсем ӑшпиллӗ сӑмахсем каларӗҫ. Ял ҫыннисен ячӗпе кунти ветерансен ертӳҫи И. Ильин тухса калаҫрӗ.

Ҫак тӗлпулу асра юлтӑр тесе, В. Константиновпа Н. Ершов хӑйсен кӗнекисене Н. Петровӑн ҫывӑх тӑванӗсене парнелерӗҫ. Тӗлпулура поэтӑн тата ӑна халалланӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ. Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ поэтӑн килӗнче упранма Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн паллине парса хӑварчӗҫ. Поэт тӑванӗсем хӑйсен пиччӗшне ҫапла чысланӑшӑн тав турӗҫ.

Сывпуллашас умӗн Н. Петровӑн тӑванӗсем тата пынӑ хӑнасем унӑн Мӑн Шетмӗри вилтӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ, асӑну сӑмахӗсем каларӗҫ.

#астӑвӑм, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Мӑн Шетмӗ, #шкулсем, #Четрик

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Комментари:

Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.04 17:05
Учитель сăмах вырăнне чăваш чĕлхипе пĕртăван челхесенчи сăмахпа улăштарма май пур-ши?
2013.06.04 17:43
Аçтахар Плотников
Пулать — кунтах «вĕрентекен» текенни те пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем