Апат-ҫимӗҫ
![]() "Про Город" архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти улма-ҫырла сутакан лавккана уйӑхлӑха хупса хунӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. «Фрукты-Сухофрукты» суту-илӳ павильонӗнче санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑснине тупнӑ. Сӑмахран, унта сивӗ тата ӑшӑ шыв пулман. Сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл 5 литрлӑ кӗленчесенчи шывпа усӑ курать. Анчах вӑл гигиена тӗлӗшӗнчен таса пулнине ӗнентерекен документ та ҫук. Кӗленчесене шал енчен дезинфекцилемеҫҫӗ, ҫумаҫҫӗ. Шыва канализацие тӑкаҫҫӗ, ӑна юхтарса ямашкӑн килӗшӳ туман. Ҫавӑн пекех алӑ ҫума раковина ҫук, дезинфекци шӗвекӗ те курӑнман. Кунсӑр пуҫне павильонра арпуса ҫурмалла касса сутнӑ. Ҫапла адмӗҫ пуҫарса павильона 30 кунлӑха хупнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |