Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗнче Марина Карягина тележурналист Илемпипе Силпи Туркайсемпе (вӗсем — Чӑваш халӑх поэчӗпе Валери Туркайпа Ольга Туркай ҫыравҫӑн хӗрӗсем) уҫӑ эфирта калаҫнӑ. Кун пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хыпара комментарилекенсем те тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ, ҫапларах хакланӑ: «Туркайсем (аслисем) — хӑйне евӗр ҫынсем. Анчах ҫак хӗрсене ҫуратса ӳстернӗшӗнех вӗсен пур ҫылӑхне каҫарма юрать. Улмуҫҫи. Улмисем. Тымар... Шухӑшламалӑх пулӑм пур кунта, философилле пӗтӗмлетӳ тӑвас таранах».
Марина Карягина Николай Максимова ҫапларах хуравланӑ: «Ҫын хушшинче пурӑнакан ҫылӑхсӑр пулмастех пуль. Чи пӗлтерӗшли — пирӗн хыҫҫӑн мӗн юлни. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне татманни — несӗлсен умӗнчи чи пысӑк тивӗҫ тесе шутлатӑп. Нумайӑшӗ, ах, нумайӑшӗ татрӗҫ ҫав ҫыхӑнӑва. Чылайӑшӗ паянхи кунпа анчах пурӑнасшӑн, «Пӗтетпӗр, чӗлхе пӗтет!», — тесе хурах кӑшкӑракан ҫыравҫӑсем — хӑйсемех чӗлхерен, халӑхран пуласлӑха туртса илекенсем...»
«Тавах, Марина. Тавах, Тургай. Философи кунта питех те ансат. Тӗнчене чӑвашлатас текенсем, трибунаран нумай ӑслӑ сӑмахсем калакансем пайтах. Тӑван килте тӑван ачасене Тургай пек чӑваш чӗлхине хисеплеме вӗрентес текеннисем питех те сахал», — тесе ҫырнӑ Тимӗр Тяпкин.
Туркайсен хӗрӗсем пирки каласан, Силпи электрон лапамсенчен пӗринче менеджер пулса ӗҫлет, Илемпи — ӳнерҫӗ, педагог, искусствоведени кандидачӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине юратаҫҫӗ, чӑвашла илемлӗ калаҫаҫҫӗ.
Микула // 1077.37.9691
2021.07.17 20:26 | |
Кунта мансӑрах пӑтӑ пӗҫересшӗн пулмала? Туркай пирки сив сӑмах халиччен те каламан,анчах та пур чух вӑл та пирӗншӗн тӗслӗх пулайманни паллӑ. Туркай пек пур ҫын та пулаймаҫ,пурне те филологи факултечӗ витӗр те кӑларма ҫук. "Килте" тата "садиксемсӗрех" ялта пултарайсан та хуласенче ун пек тума май ҫук. Вырӑсла садик,вырӑсла шкул,пӗтӗмпех вырӑсла пулсан чӑваш чӗлхи хулара Туркай килӗнче анчах юлма пултарать. Вырӑссенчен нихӑҫан та илтмен "насильно русский язык учить не надо" е "дома можно учить" тенине . Пирӗн ,чӑвашсен мӗншӗн "вӑйпа вӗрентмелле мар", "садиксемсӗрех" тесе каласа "лжепедагогика" меслетсене сараканнисене итлемелле ? Малтан докторский хӳтӗлеччӗр " как без садиков,школ и исключительно дома можно учить и развивать чувашский язык" текелесе. Тӗнчери наука тен килӗшӗ. Халлӗхе калама пулать шкулта чӑваш чӗлхи ытти предметсенчен кая пулмалла мар тата хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Ҫукки пусмӑрлӑх палли пулать. Музейсем пулнипе , триньки триньки сиккеленипе ҫак пулӑма пытарайма ҫук. Узконациональное государство тӑвас текеннисене юрама кирлӗ мар. | |
Микула // 1077.37.9691
2021.07.17 20:37 | |
Курман илтмен пулмалла мар ӗнте. Анчах каланӑччӗ пӗри "республикӑсем кирлӗ мар" тесе . Хирӗҫлекен миҫейӗн пулнӑ ? Пирӗн вӗт теҫеткӗ "обществӑлла ушкӑнсем",чӑвашлӑхшӑн ырми канми кӗрешекеннисем. Хушман ? | |
Agabazar // 3582.79.8277
2021.07.17 21:34 | |
Туркай филологи факультечĕ витĕр те тухнă, Мускава кайса ятарласа пьесăсем çырма та вĕреннĕ.
Микула, тархасшăн, Указ кăлар-ха хăвăн ятран. Вара пурте çавăн хыççăн лайăх еннелле улшăнса каять. Кĕтетпĕр сан Указна! | |
Вулакан // 1827.89.7533
2021.07.18 14:27 | |
Хулара ӳснӗ ачасем чӑвашла калаҫни,паллах,ашшӗ-амӑшне чыс кӳрет.Тӑрӑшнӑ ӗнтӗ.Анчах ҫакӑ вӑл чӗлхене упрас ыйтӑвӑн чиновниксене тивӗҫтерекен пӗр пайӗ кӑна.Учителе манас марччӗ.Тӗнчери шкулсем пурте тӑван чӗлхе шкулӗ пулса ҫуралнӑ.Туркайсем,Тяпкинсем,пӗрлех тата Карякина,ача пахчисенчи,шкулсенчи лару-тӑрӑва,министерство ӗҫне тишкерес вырӑнне ҫемьери калаҫупа ҫырлахаҫҫӗ,влаҫ юррине юрлаҫҫӗ.Ҫав хушӑрах тӑван чӗлхене хирӗҫле ӗҫсем вӑйланса пыни сисӗнет."Хыпар"издательство ҫурчӗ чӑвашла тухакан журналсене хупса пычӗ.Чӑвашсемех тӑрӑшаҫҫӗ.Ялтан килнӗ пултаруллӑ ачасем валли лицей пурччӗ.Ҫапса хуҫрӗҫ.Теме пула-ҫке республика пуҫлӑхӗ вӗрентӳ ӗҫне,информаципе пичете,телевиденипе радиона чӑвашла пӗлмен ют ҫынсене шанса пачӗ.Тӗрӗсех-ши ҫакӑ?Чӑваш арӗсене паян Салаева ташлаттарать.Матриархат пуҫланчӗ курӑнать.<b></b> | |
Вулакан // 1827.89.7533
2021.07.18 14:27 | |
Хулара ӳснӗ ачасем чӑвашла калаҫни,паллах,ашшӗ-амӑшне чыс кӳрет.Тӑрӑшнӑ ӗнтӗ.Анчах ҫакӑ вӑл чӗлхене упрас ыйтӑвӑн чиновниксене тивӗҫтерекен пӗр пайӗ кӑна.Учителе манас марччӗ.Тӗнчери шкулсем пурте тӑван чӗлхе шкулӗ пулса ҫуралнӑ.Туркайсем,Тяпкинсем,пӗрлех тата Карякина,ача пахчисенчи,шкулсенчи лару-тӑрӑва,министерство ӗҫне тишкерес вырӑнне ҫемьери калаҫупа ҫырлахаҫҫӗ,влаҫ юррине юрлаҫҫӗ.Ҫав хушӑрах тӑван чӗлхене хирӗҫле ӗҫсем вӑйланса пыни сисӗнет."Хыпар"издательство ҫурчӗ чӑвашла тухакан журналсене хупса пычӗ.Чӑвашсемех тӑрӑшаҫҫӗ.Ялтан килнӗ пултаруллӑ ачасем валли лицей пурччӗ.Ҫапса хуҫрӗҫ.Теме пула-ҫке республика пуҫлӑхӗ вӗрентӳ ӗҫне,информаципе пичете,телевиденипе радиона чӑвашла пӗлмен ют ҫынсене шанса пачӗ.Тӗрӗсех-ши ҫакӑ?Чӑваш арӗсене паян Салаева ташлаттарать.Матриархат пуҫланчӗ курӑнать.<b></b> | |
Микула // 1077.37.9691
2021.07.18 15:04 | |
Указ тесе,Акапасар, тархан хутне сутаканнисене калӑр тата ваттисен канашне. Шупороносецсемпе кӗрекесем тӑрӑх ҫӳрекеннисене те тӗртсе калама пултаратӑр. Паян пире ӑнланни анчах кирлӗ,лайӑх енне улшӑнмалли вӑхӑтчен кӑштах пурӑнас пулать. | |
Agabazar // 3366.05.2620
2021.07.18 19:34 | |
Пурăн-ха эппин, Микула. Сахалтан та тепĕр 1000 çул пурăн. Вара улшăнусене, тен, кĕтсе илейĕн. | |
Микула // 1077.37.9691
2021.07.18 19:35 | |
Пире ҫулталӑкӗпех "мы вместе" тесе ӗнентернӗ пулсан кам сире ӑнлантарса парӗ "в каком месте" пулнине. Халиччен Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫуккине пӗр вырӑнпа анчах танлаштармалла пулӗ ? Вместе вырӑнне в месте тесен вара пӗтӗмпех ӑнланмалла .Вместе тесен яланах тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелле хӑш вырӑнтине. | |
Сергей Пятаков // 2695.48.6472
2021.07.19 08:09 | |
Ан тив, Воробьёв хăйне Туркай тет. ''Улатакка'' та, ''тăри'' те теме пултарать, анчах та мĕншĕн-ха арăмĕпе хĕрĕсем те Туркай? Çавна ниепле те ăнкарса çитейместĕп. Вĕсем Воробьёвăсем вĕт! | |
Agabazar // 3443.62.3296
2021.07.20 16:17 | |
Хĕрĕсенчен пĕри çеç Туркай. Тепри — Яковлева.
Микула, Олег Алексеевича йĕкĕлтем пекки туни — чи ансат тата саншăн (!) чи хăрушлахсăр меслет. Авă, Миххаилъ Ваççилччăна та çаплах лăскарăр-лăскарăр та, лешĕ, темшĕн, леш тĕнчене кайма васкарĕ. |