Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.
Базиль Кириллов // 2590.82.3019
2021.06.03 14:11 | |
Тĕп хулара ĕçлесе пурăнна архитектора ял шайне антарса лартма çăмăлах мар, анчах пултарнă. Пысăк çитĕнÿ! |