Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пирӗн ентешӗмӗрсем Нидерланд чемпионатӗнче маххӑ паман!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 18.05.2013 17:44 | 1391 хут пӑхнӑ
Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Елена Иванова
Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Елена Иванова

Нидерландире Эмероорде хулинче ҫӑмӑл атлетикӑпа Нидерланди уҫӑ чемпионат ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Асӑннӑ чемпионат паралимпиец-спортсеменсем хушшинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Унта пирӗн ентешӗмӗрсем те хутшӑнни самаях савӑнтарать.

Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пӗтемӗшлӗ 11 тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ 200 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, вӗсем шутӗнче — Раҫҫейӗн 30 спортсменӗ. Раҫҫей паралимп спортсменӗсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр, пӗлтерхи Лондон чемпионатӑн 3 хут ҫӗнтерӳҫи, Елена Иванова тата унӑн мӑшӑрӗ Владимир Свиридов, унсӑр пуҫне тата Анна и Александр Сорокинсем чӑвашран тухакан спортсменсем.

Чӑваш Енӗн спортминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн ентешӗмӗрсем ӑмӑртура хӑйсене тивиҫлипех кӑтартнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин паллӑ спортсменкӑн мӑшӑрӗ сикӗсипе тата йӗтре ывӑтассипе ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.

Елена Иванова вара 100 м чупура мала тухма пултарнӑ. Чӑвашсен тепӗр спортсменӗ ҫӳле сиккессипе мала тухнӑ, виҫӗлле сиккессипе вара виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Унӑн аппӑшӗ вара сӑнӑ ывӑтассипе мала тухма пултарнӑ.

Хӑйсен тӑрӑшуллӑхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе пирӗн ентешӗмӗрсем ӑмӑртусенче тивӗҫле вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Малашне те пирӗн хушӑра чӑваш ятне ҫӗклекен ҫынсем ҫитерӗклех пулччӑр.

#паралимп, #чупу, #спорт, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем