Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Хуракассинчи инкеке Андрей Малахов кӑларӑмӗнче сӳтсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.03.2021 21:56 | 1514 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.

Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр.

Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ.

Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн.

#инкексем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Хуракасси, #пӑтӑрмахсем, #шкулсем, #пушарсем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1834.01.9135
2021.03.26 22:37
Agabazar
Çакна çырса кăтартаканĕ хăй передачăна хутшăннă-и?
2021.03.28 19:02
Пăхма питĕ йывăр, куççуль юха-юха анать.
2021.03.28 19:03
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: икĕ хут янă

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем