Пӗтӗм тӗнчери медицина апписен кунне халалласа (аса илтеретпӗр, ҫав уява ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) Шупашкар район пульницинче «2013 ҫулхи чи лайӑх медицина аппи» конкурс ирттернӗ. Унта фельдшерсемпе медаппасем хутшӑннӑ.
Вӗсем хӑйсемпе кӗскен паллаштарнӑ, ӗҫре куллен пурнӑҫлама тивекен хӑш-пӗр самантсем енӗпе тупӑшнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем шур халатлисен апат пӗҫерес ӑсталӑхне те тӗрӗслесе пӑхас тенине кура тухтӑрсем килтен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе килнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисене хаклакансен шучӗпе асӑннӑ районти Энтимӗркассинчи Нина Федорова фельдшер пек маттурри пулман. Район пульницинчи хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Светлана Карсакова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Наталия Гумирова анестизист.