Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 ҫулти хӗрача килтен тухса кайнӑ. Юрать-ха, ӑна тупнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 12 ҫулти хӗрача 7-ри йӑмӑкӗпе Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи вулавӑша кайнӑ. Унта кӗҫӗнни тепӗр хӗрачапа калаҫса кайнӑ та унпа пӗрле тарнӑ. Аппӑшӗ вӗсем ҫурт хыҫнелле тарнине курса ӗлкӗрнӗ, анчах ӑна хӑй тупайман. 22 сехетре амӑшӗ кӗҫӗн хӗрӗ киле килменнине кура полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем хӗрачасем тарнӑ ҫуртри хваттерсене тӗрӗсленӗ. Пӗринче ачасен сассисене илтнӗ. Хайхи хӗрача ют хваттерте ҫывӑрма хатӗрленнӗ, аслисене ӑна ашшӗ-амӑшӗ ирӗк панине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |