Кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май инкек пулнӑ вырӑнта часавай уҫасшӑн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Аслӑ экономика ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта 110 ҫын вилнӗ: 106 ача тата 4 аслӑ ҫын. Ҫав кун физика вӗрентекенӗпе икӗ ача кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Вӗсен айӑпне пула шкул ҫунма тытӑннӑ. Аслӑраххисем, вӑйлӑраххисем ҫеҫ урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫинче пытарнӑ. Унта чи ҫывӑх ҫыннисене ҫеҫ кӗртнӗ. 1994 ҫулта пушар вырӑнӗнче палӑк лартнӑ.