Тутарстан прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ — вӗсем Тутарсен обществӑлла центрне (ВТОЦ) экстремизм енӗпе айӑпласшӑн. Прокуратура ӗҫченӗсен шухӑшӗпе ку пӗрлӗх саккунсене пӑхӑнмасть тата экстремизм енчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫак сӑлтавсене пула Тутарсен обществӑлла центрӗн ӗҫӗ имӗш Раҫҫей Федерацийӗн конституци йӗркин никӗсне пӑсма пултарать.
Экстремизмла ӗҫлени шутне, сӑмахран, хутсене тутар чӗлхипе ҫеҫ туса пынине кӗртнӗ. «Тутарстан конституцийӗнче икӗ патшалӑх чӗлхи — тутар тата вырӑс — пирки ҫырнӑ пулин те, вӗсем иккӗшӗ те пӗртан пулни ҫинчен асӑннӑ пулин те, вӗсем (прокуратура) ҫакна темшӗн экстремизм тесе шутлаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗрлӗх ертӳҫи Фарит Закиев.
Тутар чӗлхи шӑпине сӳтсе явнӑ мероприятине те прокуратура ӗҫченӗсем экстремизм шайне кӗртнӗ.
Асаилтеретпӗр, унччен маларах кӳршӗри тепӗр сӑвнашкал перлӗхе экстремизмлисен йышне кӗртнӗччӗ — Пушкӑрстанри «Башкорт»-а.