Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленине нумаях пулмасть пӗр ҫӑхав ҫитнӗ. Унта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пухтанкасси ялӗ патӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинче хӑйӑр кӑларнине евитленӗ.
Ҫӑхава тишкерме Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем рейда тухса кайнӑ. Кӑлтӑка асӑрхасан Шалти ӗҫсен министерствин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи полицейскисене систернӗ. Вӗсене хӑйӑр кӑларакансене тупса палӑртма ыйтнӑ.
Пакунлисем карьера кам уҫнине пӗлеймен, анчах унтан хӑйӑр кӑларакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Хӑйӑр кӑларакан ҫӗр лаптӑкне межевани туман. Апла пулсан ҫӗршӗн явапли — район администрацийӗ. Ҫӗрпе тивӗҫлипе усӑ курмалли пирки асӑрхаттарса шӑпах райадминистрацие хут ҫырса янӑ та.
Хӑйӑр кӑларнӑ ҫынна та явап тыттарӗҫ.